Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра алимент тӳлессипе парăмçăсен шутне кӗнисенчен 13 проценчӗ – хӗрарăмсем

Çакăн çинчен ТР Министрсен Кабинетӗнчи брифингра республикăри суд приставӗсен пуçлăхӗ Анвар Закиров пӗлтернӗ

«Ытларах чухне ку пӗр е темиçе ачи пирки патшалăх амăш правине туртса илнӗ хӗрарăмсем. Е ачисене интерната парса яма тивнӗ ăнман аннесем», – тесе палăртнă ведомство пуçлăхӗ.

Пурӗ Тутарстанри суд приставӗсенче алимент шыраттарса илмелли исполнительнăй производство докуменчӗсем 26 пине яхăн.  Майăн 23-мӗшӗнчен пуçласа июнӗн 1-мӗшӗччен пӗтӗм Раççейри «Суд приставӗсем – ачасене» акци иртнӗ. Исполнительсем 16 миллион ытла тенкӗ кăларттарса пуçтарнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев