Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра ҫанталӑк ӗнер юр кӑтартрӗ

Апла пулин те шӑнтасси пирки калаҫма иртерех. Ҫӗрлехи сывлӑш температури +1, +6 градус, кӑнтӑрлахи вӑхӑтсенче +10,+15 градус. Вырӑнӗ-вырӑнӗпе ҫумӑр ҫуни кӑмпаҫӑсене кӑна хӗтертсе ярӗ

 

Октябрь вӗҫнелле, ноябрь пуҫламӑшнелле кӑна Хусанта юр ҫума пултарать. Ун чухне ҫанталӑк сивӗтес енне сулӑнӗ. Юр ларасси инҫе-ха. Ваттисем каланӑ тӑрӑх, юр кӑтартнӑ хыҫҫӑн 40 кунран лармалла та, хальхи вӑхӑтра вӑл сӑнав тӳр килмест. Ноябрӗн 19-21-мӗшӗсенче чӑн-чӑн сивӗсем пуҫланмалла, ҫавӑн чух, тен курӑпӑр та юра. 

Хусан университечӗн метеостанцийӗн заведующийӗн Сергей Дмитриевӑн сӑмахӗсемпе, 1960, 1968, 1973, 1975, 1991 и 1997 ҫулсенче Хусанта юр октябрӗн вӗҫӗнче ларнӑ тӗслӗхсем пулнӑ. 2006 ҫулта юр декабрь вӗҫӗнче кӑна ларчӗ, 2008-2009 ҫулсем ылмашӑннӑ чухне ҫӗр ҫинче шурӑ юр выртнине январь пуҫламӑшӗнче кӑна куртӑмӑр.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев