Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра Çемье çулталăкне ирттерме йӗркелӳ комитечӗ туса хунă

Тутарстан Правительстви республикăра Çемье çулталăкне ирттерме йӗркелӳ комитечӗ туса хунă. Унăн председателӗ пулма ТР вице-премьерне Лейла Фазлеевăна çирӗплетнӗ.

Председателӗн çумӗсем пулма вара ТР ӗç, ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министрӗ Эльмира Зариповăна, ТР Министрсен Кабинечӗн ЗАГС управленийӗн ертӳçи Гульшат Нигматуллинăна палăртнă. Йӗркелӳ комитечӗн секретарӗн ӗçӗсене ТР Министрсен Кабинечӗн Аппарачӗн Социаллă аталану управленийӗнче социаллă сферăри харпăр тата патшалăх партнерлăхӗн ыйтăвӗсемпе ӗçлекен уйрăмӗн пуçлăхӗ Аделя Камалиева пурнăçласа пырӗ.


Йӗркелӳ комитетне 30 ытла çын кӗрет. Вӗсен йышӗнче министерствăсемпе ведомствăсен, тӗн пӗрлешӗвӗсен представителӗсем пурри паллă.


ТР Ӗç, ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министерствине 45 кун хушшинче республикăра Çемье çулне халалласа ирттермелли мероприятисен планне хатӗрлеме хушнă.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 2024 – Год семьи в России