Сувар

Тутарстанра чӗкӗнтӗр кӑларма тытӑннӑ

Сахӑр чӗкӗнтӗрӗн лаптӑкӗсене чакарнине пӑхмасӑрах кӑҫал Тутарстанра ӑна 2 млн тонна пухса кӗртме хатӗрленеҫҫӗ

"Тутарстанра лайӑх тыр-пул тухӑҫне пухса илнин никӗсӗнче селекциллӗ вӑрлӑхсене акни", – тесе ҫирӗплетрӗ паянхи брифингра ТР ял-хуҫалӑх министрӗ Марат Зяббаров. 

Вӑрлӑхсем тӑвас ӗҫе системлӑн илсе пыни те хирти результатсем ҫине витӗм кӳнӗ. Кӑҫалхи тухӑҫӑн никӗсӗнче 42 процент оригиналлӑ элитлӑ вӑрлӑхсем. Ҫитес ҫулхи уҫӑма акма та 39% элитлӑ вӑрлӑхсем янӑ.
ТР ял-хуҫалӑх министрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, тырӑ вырса пӗтернипе хирсенчи ӗҫсем вӗҫленмеҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра кукурузӑна вӑрлӑха тата силос валли выраҫҫӗ. Вӑрлӑх валли Тутарстанра 45 пин гектар кукуруза акнӑ, силос валли 135 пин гектар.
Ҫулӑ культурӑсенчен 111 пин гектар рапс акнӑ пулнӑ, вӗсенчен 35 пин гектарне вырасси юлнӑ. Рапс –1 гектартан вӑтамран илсен 13,6 центнер тухать. Ку кӑтарту пӗлтӗрхинчен 2,2 центнер ытларах.
Хӗвелҫаврӑнӑша та вырма тытӑннӑ. Тутарстанра кӑҫал ӑна 120 пин гектар ҫинче акнӑ. Ҫу биржа таварӗ пулнӑран долларпа пӗрле унӑн чӗртавар хакӗ те ӳсет. Ҫапла рапс килограмӗшӗн хальхи вӑхӑтра туянакансем 24 тенкӗ тӳлеме хатӗр. Ял хуҫалӑх производителӗсем ӑна сутма васкамаҫҫӗ-ха.
Журналистсене хӗвелҫаврӑнӑша мӗншӗн юр айне хӑварни кӑсӑклантарчӗ. Пӗлтӗр эпир кун пек килпетсӗр ӳкерчӗксене Тутарстан хирӗсенче куркаларӑмӑр. Министр сӑмахӗсемпе, хӑш-пӗр ҫул хӗвелҫаврӑнӑш вӑхӑтра ӗлкӗрейменнипе ӑна хирсем типӗ чухне выраймаҫҫӗ. Ҫак культурӑра хӗл иртсен апрель уйӑхӗнче выракансем те тухӑҫсӑр юлман.
Республикӑри хирсенсе тата 39 пин гектар сахӑр кӑшманӗ ӳссе ларать-ха. Кӑҫал республика аграрийӗсем чӗкӗнтӗре пӗлтӗрхинчен сахалтарах акнӑ. Апла пулин те, вӑтам тухӑҫ гектартан 420 центнер пулни тухӑҫа чакарма памӗ. Нурлатри сахӑр заводне хупнипе ыттисен чылай пысӑкрах хӑватпа ӗҫлеме тивӗ. Паянхи куна Заинскри сахӑр завочӗ кунне 1,1 пин тонна сахӑр песокӗ туса кӑларать.
Ҫӗнӗ тухӑҫран 29,5 пин тонна сахӑр кӑларнӑ ӗнтӗ заводран. Ку кӑтарту пӗлтӗрхинчен 11 пин тонна ытларах. Тунтикунран Пӑвари завод ӗҫлеме тытӑннипе унти аграрисем те пылак тымар кӑларма тытӑннӑ. Сахӑр чӗкӗнтӗрӗн лаптӑкӗсене чакарнине пӑхмасӑрах кӑҫал Тутарстанра ӑна 2 млн тонна пухса кӗртме хатӗрленеҫҫӗ.
Паянхи куна аграрисем 10 пин гектар ҫинчен 423 пин тонна чӗкӗнтӗр кӑларнӑ.
Ҫӗр улмине тата ытти пахча-ҫимӗҫсене те кӑларма тытӑннӑ. Кӑҫал ятарласа ҫӗр улми ӳстерекен кашни анана орошени меслечӗпе шывпа шӑварса тӑнӑ. Ҫавӑнпа та тухӑҫ аван.
Паянхи куна 37 пин тонна ҫӗр улми, 16 пин тонна пахча-ҫимӗҫ кӑларнӑ. Халӑхӑн лаптӑкӗсене шута илсен, ҫӗр улмин тухӑҫӗ кӑҫал 1,2 млн тонна яхӑн пулмалла, пахча-ҫимӗҫ тухӑҫӗ 340 пин тонна.

Марат Зяббаров сӑмахӗсемпе, пахча ҫимӗҫ хакӗсем ӳсме тивӗҫ мар. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: