Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра çулсене юсама 12 млрд тенкӗ ытла уйăрӗç.

Раççейре наци проекчӗсене 2019 ҫултан пуҫласа РФ Президенчӗ Владимир Путин пуҫарнипе пурнӑҫлаҫҫӗ. Проект тӗллевӗсене патшалӑх пуҫлӑхӗ "Май уйăхӗнчи" 474-мӗш указра йӗркеленӗ

Кӑҫал Тутарстанра "Безопасные качественные дороги" наци проекчӗпе 218 ҫухрӑм ҫул юсама палӑртнӑ. Ҫавăн валли федераллă бюджетран 9 млрд тенкӗ ытла уйӑрӗҫ. Ҫав хушӑрах Тутарстан Республики те 3 миллиард тенкӗ ытла уйăрӗ.

96 ҫухрӑм ытла регион пӗлтерӗшлӗ 52 ҫула юсаса ҫӗнетӗҫ. Çул-йӗр строительство ӗҫӗсем республикӑри пысӑк агломерацисенче иртӗç. Сӑмахран, Хусан агломерацийӗнче 61 ҫухрӑм тӑршшӗ 32 объект юсаса ҫӗнетӗҫ.

Çырчалли агломерацийӗнче ремонт 48 çухрăм тăрăшшӗ 12 объектра иртӗ. Анат Кама агломерацийӗнче 11 çухрăм тăрăшшӗ 5 объекта юсаса çӗнетӗç.

"Безопасные качественные дороги" наци проекчӗн ҫӗнетнӗ паспортне 2021 ҫулта ҫирӗплетнӗ. Унччен ӑна "Безопасные и качественные автомобильные дороги" тенӗ. Проект тӗллевӗ – 2024 ҫул тӗлне пысӑк хула агломерацийӗсенче ҫул-йӗр тытӑмӗн тӳпине 85% кая мар тивӗҫтересси.

Раççейре наци проекчӗсене 2019 ҫултан пуҫласа РФ Президенчӗ Владимир Путин пуҫарнипе пурнӑҫлаҫҫӗ. Проект тӗллевӗсене патшалӑх пуҫлӑхӗ "Май уйăхӗнчи" 474-мӗш указра йӗркеленӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев