Сувар

г. Казань

Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра эколидерсене чысларӗҫ

 Республикӑри "Эколидер" конкурса Хусанти "Пирамидӑра" пӗтӗмлетрӗç. Сцена ҫине республикӑра экологине аталантӑр тесе тӑрӑшакан предприятисемпе организацисен, вузсемпе шкулсен ача сачӗсен, общество пӗрлешӗвӗсен представителӗсем хӑпарчӗҫ

 Ҫӗнтерӳҫӗсене ТР Премьер-министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Рустам Нигматуллин саламларӗ. 

«Экологи пахалӑхӗнчен ҫынсен пурнӑҫӗн комфортлӑхӗ, вӗсен сывлӑхӗ килет. Ҫавӑнпа та пирӗншӗн экономика аталантарассипе ҫутҫанталӑка упрассинче баланс пулни пӗлтерӗшлӗ. Тутарстанра экологи тӗлӗшӗнчен лайӑх пултӑр тесе тӑрӑшатпӑр. Паянхи мероприяти "симӗс" идейӑсемпе технологисене популяризацилеме пулӑшать. Паян эпир Тутарстанӑн экологи тӗлӗшӗнчен ҫирӗп регион пулса аталантӑр тесе тӑрӑшакан чи тивӗҫлисене чыслатпӑр", – тенӗ вӑл саламлас церемонире. 

ТР экологи министрӗн Александр Шадриковӑн сӑмахӗсемпе 2020 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсемпе Тутарстан экологине лайӑхлатма 11,5 млрд тенкӗ хывнӑ, вӗсенчен 6,8 миллиарчӗ – промышленность предприятисен пайӗ. Кӑҫал та результатсем пӗчӗкрех пулмалла мар. 

«Эколидер" конкурса республикӑра 2004 ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Унта хутшӑнакансен шучӗ ҫулсерен ӳссе пырать. Экологи министрӗ хӑйӗн сӑмахӗнче вӗрентӳ заведенийӗсем те ку тĕлĕшӗпе пысӑк ӗҫ туса ирттернине палӑртрӗ. Вӑл кӑҫал «Вода России» акцие ҫӗршыври 85 регион хушшинче Тутарстан пӗрремӗш вырӑн йышӑннине аса илтерчӗ, промышленность предприятийӗсене, учрежденисемпе организацисене, активистсене Тутарстанри экологие упрама пулӑшнӑшӑн тав турӗ. 

Конкурсӑн 18 номинацийӗнче 67 финалиста чысланӑ тата абсолютлӑ ҫӗнтерӳҫе. Вӗсене ТР вӑрман хуҫалӑхӗн министрӗ Равиль Кузюров, ТР Пичет тата массӑллӑ коммуникацисен агентствин ертӳҫи Айдар Салимгараев, Роспотребнадзорӑн Тутарстанри Управленийӗн ертӳҫи Марина Патяшина тата ыттисем саламларӗҫ. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев