Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра Çемье çулталӑкне халалланӑ тӳрӗ эфирсен ярӑмӗ пуçланчӗ

Эфир хăнисем — тӗрлӗ министерствӑсемпе ведомствӑсен представителӗсем — республикăра пурӑнакан çемьене парăнакан пулӑшу мерисем çинчен каласа парĕç, кӑсӑклантаракан ыйтусем çине хуравлӗç. Кун пирки паян, февралĕн 7-мĕшĕнче иртнĕ пĕрремĕш тӳрӗ эфирăн спикерĕ ТР вице-премьерӗ Лейла Фазлеева пӗлтернӗ.

«Тӳрӗ эфирсене ирттерни питĕ кирлӗ те усăллă. 2024 çула Раççей Президенчӗ Владимир Путин Çемье çулталӑкӗ тесе пӗлтерсен, эпир çакӑн йышши тӳрӗ эфирсене кашни эрнерех ирттерме шутларăмăр. Кирлĕ пулсан вĕсен шутне ӳстерме те пултаратпăр», — тенĕ Лейла Фазлеева.

Тутарстанра Çемье çулталӑкне халалланӑ сайт уçăлни пирки те пĕлтернĕ спикер. Унта республикӑра ирттерме палӑртнӑ мӗнпур мероприяти çинчен, çавӑн пекех пулӑшу мерисем пирки информаци те кĕрсе пĕлме пулать. 

«Министерствӑсемпе ведомствӑсен сайчӗсенче те ку мерӑсем çинчен калакан информаци пуррине пӗлетпӗр, анчах вӗсем хăйсен отрасль енĕпе кăна ĕçлеççĕ. Çĕнĕ сайт вара çак мӗнпур пулӑшу мерисене пӗр базăна пуçтарать», — палӑртнă ТР вице-премьерĕ. Кунсӑр пуçне сайтра Тутарстанри кашни çемье хăйсем пирки информаци вырнаçтарма пултарать.

Онлайн-трансляцисем кашни эрнере «ВКонтактери» ТР ЦУР официаллӑ пӗрлешӗвӗнче иртӗç.

Аса илтеретпӗр, 2023 çулхи ноябрӗн 22-мӗшӗнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин алӑ пуснӑ указпа килӗшӳллӗн Раççейре 2024-мӗш çул — Çемье çулталӑкӗ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, йышӑнӑва çемьене хӳтӗлес тата Раççейре йӑлана кӗнӗ хаклӑхсене упраса хӑварас тĕллевпе тунă. Январӗн 9-мӗшӗнче Правительство мероприятисен планне çирӗплетнӗ.

Тӳрӗ эфир вăхăтĕнче тунă скриншот.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 2024 – Год семьи в России