Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра ейӳ сарăлнине пула пилӗк кӗпере шыв илнӗ

Иртнӗ талăкра Азнакай районӗнчи Тумутук ялӗ çывăхӗнчи кӗпер çийӗн шыв юха пуçланă. Унăн шайӗ 5 сантиметр кăна пулсан та çăлавçăсем ăна шута илнӗ.

Пурӗ Тутарстанри тăватă районта пилӗк кӗпере шыв илнӗ. Çӳлерех асăннă кӗперсӗр пуçне Пăва районӗнчи Сӗве урлă выртакан икӗ кӗпер урлă шыв юхать. Ку вăл Хăят тата Черки-Кильдураз ялӗсем. Унти кӗперсем çийӗнчен юхакан шыв тата 230 cантиметра çитнӗ. Пӗр талăк хушшинче Сӗве шывӗ пӗр метр ытла хăпарнă. Тата пӗр кӗпере Нурлат районӗнче шыв илнӗ, ку вăл Урняк поселокӗ çумӗнчен юхакан Çарăмсан урлă хывнă кӗпер. Ун урлă юхакан шыв шайӗ 180 сантиметра çитнӗ. Çавăн пекех Çӗнӗ Шуçăм районӗнчи Слобода Архангельская ялӗ çывăхӗнчи кӗпер урлă юхакан шыв шайӗ 70 сантиметра çитнӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев