Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра иккӗмӗш эрне бензин йӳнелет

Вăл çуршар тенке ӳссе пыни çинчен ун пек хавхаланса çырмарӗç хыпар хатӗрӗсем, 3-4 пуса чакнине вара савăнсах пичетлеççӗ

Сентябрӗн 6-13-мӗшӗсенче Тутарстанри заправкăсенче АИ-92 маркăллă бензин вăтамран илсен, 4 пус йӳнерех сутăннă, унăн вăтам хакӗ пӗр литршăн 44 тенкӗ те 71 пус пулнă. АИ-95-мӗш бензинăн хакӗ 6 пуса чакнă, унăн хакӗ пӗр литршăн 48 тенкӗ те 9 пус пулнă. АИ-98-мӗш бензин 2 пуса чакнă, унăн хакӗ пӗр литршăн 56 тенкӗ те 78 пус пулнă.

Соляркăн хакӗ улшăнман, унăн пӗр литрӗшӗн 48 тенкӗ те 65 пус тӳлемелле.

Августăн 30-мӗшӗнчен пуçласа сентябрӗн 6-мӗшӗ таранхи сăнавсем тăрăх та бензин хакӗ заправкăсенче кăштах чакнă. Вăтамран илсен 13-14 пуса. Çапла майпа Тутарстанра бензин хакӗ иккӗмӗш эрне чакать тесе çирӗплетме пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев