Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра истори техникин XIV халӑхсем хушшинчи фестивалӗ иртнӗ

Фестивалӗн кӑсӑк саманчӗ - ретроралли. 30 ытла экипаж хӑйсен кивӗ машинисемпе ӑмӑртса вӑй виҫнӗ

Унта 260 ретроавтомобильпе мотоцикл хутшӑннӑ. Фестивальте тӗрлӗ вӑхӑтри техникӑна курма май пулнӑ. Площадкӑра пӗр йӗркере ҫершывӑн вӑрҫӑчченхи автопромӗ кӑларнӑ машинасемех тӑнӑ. Вӗсемпе юнашар хальхи "Жигулисем", "Победӑсем", вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи "Мерседессемпе" "Фордсем" те пур. Техникӑран ытларахӑшӗ хӑй кустӑрмисемпе кусса ҫитнӗ курава, хаш-пӗр машинӑна сӗтӗрсе килсе лартнӑ.

Пӗлтӗр пандемине пула фестивале ирттермен. Кӑҫал унта Раҫҫейри 20 регионран ретро-автосене кӑмӑллакан килсе ҫитнӗ. 

Фестивалӗн кӑсӑк саманчӗ - ретроралли. 30 ытла экипаж хӑйсен кивӗ машинисемпе ӑмӑртса вӑй виҫнӗ. 

Уява ТР Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин та хутшӑннӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев