Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра каллех юр хӳме тытăнать

Паян та Тутарстанра çут çанталăк условийӗсем лайăхах пулмаççӗ,температура фонӗ чакма тытăнасси çинчен пӗлтерет республика Гидрометцентрӗ.

Республика çийӗнчи тӳпе пӗлӗтлӗ пулса юлать (кăнтăрла уяртма пултарать). Юр çăвать, йӗпе юр. Каçпа вырăнӗ-вырăнӗпе çумăр та çума пултарать, пăрлă çумăр та. Çил-тăвăла пула çулсем çинче пăрлак пулас хăрушлăх пысăк. 
Юр кăнтăр-хӗваланăç енчен вӗрме чарăнса çурçӗр-хӗвеланăç енчен вӗрме тытăнать, унăн хăвăртлăхӗ каç-кӳлӗм çеккунта 15–20 метра çитет, кăнтăрла çеккунта 15–17 метра.
Метеорологсем асăрхаттарнă тăрăх, водительсем çулсем çинче вăйлă пăрлакпа тата юр хӳсе кайнипе тӗл пулма пултараççӗ. Сывлăш температури республикипе кăнтăрла 0, -5 градус пулать, анăç енче -8 градус таран. Хусанта сывлăш температури -6, -8 градус пуласси çинчен пӗлтереççӗ синоптиксем. 
ГИБДД сӗннӗ тăрăх, ытлашши кирлӗ мар пулсан, çула тухма тытăнса тăрсан та юрать. Мӗншӗн тесен çӗрккӗ республикăри регионти тата федераллă трассăсене автобуссемпе йывăр тиевлӗ машинасене кăларман. Çул çинче инкек сиксе тухсан Тутарстанри Патшалăх автоинспекцине 8(843)5333888 номерпе, ТР Транспорт министерствин диспетчер службине 8(843)2919191 номерпе шăнкăравламалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев