Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра кашни халӑхăн уявне паллӑ тӑваҫҫӗ

2019-мӗш ҫулта Каравона 20 пин ҫын пухӑннӑ, Балтай уявне – 1 пин, Гырон быдтона 5 пин, Семыка 4, Уява - 10 пине яхӑн ҫын., Питравра- 6 пин ытла ҫын савӑннӑ

 Ку эрне вӗҫӗнче Актаныш районӗнче мари культурин республика шайӗнчи "Семык" уявӗ иртет. Семык – йӑласемпе чӑвашсен Ҫимӗкне ҫывӑх. Июнӗн 19-мӗшӗнче Мари-Суксы ялӗнче иртӗ вӑл. 

Июнӗн 27-мӗшӗнче Лениногорск районӗнчи Мӑкшӑ Кармалкинче мӑкшӑсемпе ирҫесем "Балтай" уявне ирттерӗҫ. 

Июлӗн 3-мӗшӗнче Агрыз районӗнчи Варклед-Бодья ялӗнче удмуртсем "Гырон быдтон" уявлӗҫ.

Чӑвашсем кӑҫал та Уява Аксӑва пухӑнӗҫ. Пирӗн халӑхӑн уявӗ июлӗн 10-мӗшӗнче 10.00 сехетре райцентрта пуҫланӗ. 

Ҫав кунах Ҫырчаллинче славян культурин "Иван Купала" уявӗ иртӗ.

Июлӗн 17-мӗшӗнче крешӗнсем Мамадыш районӗнчи Зюри ялӗнче хӑйсен йӑлана кӗнӗ "Питравне" паллӑ тӑвӗҫ.

Ҫакӑн ҫинчен "Татар-информ" агентствора иртнӗ пресс-конференцире ТР культура министерствин, Халӑхсен Туслӑхӗн Ҫурчӗн, Халӑхсен ассамблеин представителӗсем каласа пачӗҫ.

Тӗлпулӑва ТР культура министрӗн ҫумӗ Дамир Натфуллин, ТР Халӑхсен ассамблеин Ӗҫтӑвкомӗн ертӳҫи Константин Яковлев, ТР Халӑхсен Туслӑхӗн Ҫурчӗн директорӗ Ирек Шарипов, "Таткультресурсцентрӑн" директорӗ Алсу Мифтахова килнӗччӗ. 

Вӗсем Тутарстанри халӑхсен культурисене аталантарма республика ертӳлӗхӗ пулӑшни ҫинчен пӗлтерчӗҫ. 

19-мӗш ҫулта Каравона 20 пин ҫын пухӑннӑ, Балтай уявне 1 пин, Гырон быдтона 5 пин, Семык 4 птн, Уяв - 10 пине яхӑн ҫын., Питрав - 6 пин ытла ҫын.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев