Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра "Хӗллехи каникулсем" анлӑ мероприяти пуҫланнӑ

Граждансемшӗн Çӗнӗ çул вăл асамлăхпа çыхăннă ачалăх уявӗ, канмалли кунсем пулсан, экстреннăй службăсемшӗн темиçе хут пысăкрах хатӗрлӗх. Шăпах çак уяв вăхăтӗнче çынсем тимлӗхе ытти чухнехинчен те ытларах çухатнине кăтартать статистика. Пушарсен, çаратусемпе аварисен шучӗ ӳсет.

2021 ҫулти 11 уйӑхра республика ҫулӗсем ҫинче ачасем хутшӑннипе 422 авари пулнӑ, вӗсенче 14 ача сурансенчен асапланса вилнӗ, 450-шӗ аманнӑ.
Ачасене транспорт хатӗрӗсенче лартса пыракансем аварие ҫакланни те пӑшӑрхантать инспекторсене. Вӗсен айӑпӗпе аварисенче 12 ачана ҫухатрӑмӑр.
Лару-тӑру кӑткӑсланнине пула ачасем йышлӑ пухӑнакан вырӑнӗсем патӗнче ача-пӑчана машинана турттарас йӗркене мӗнле пӑхӑннине гаишниксем профилактика мероприятийӗ тусах тӗрӗслӗҫ.
ГИБДД ӗҫченӗсем Ҫул-йӗр правилисене пӑхӑнма васкаман пӗчӗк пешеходсене те тимлӗхсӗр хӑвармӗҫ. Патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсемпе пӗрле рейда ЮИД отрячӗсем те, ашшӗ-амăшӗсен патрулӗнчен суйланӑ пуҫару ушкӑнӗсем те тухӗҫ.

Граждансемшӗн Çӗнӗ çул вăл асамлăхпа çыхăннă ачалăх уявӗ, канмалли кунсем пулсан, экстреннăй службăсемшӗн темиçе хут пысăкрах хатӗрлӗх. Шăпах çак уяв вăхăтӗнче çынсем тимлӗхе ытти чухнехинчен те ытларах çухатнине кăтартать статистика. Пушарсен, çаратусемпе аварисен шучӗ ӳсет.

Мӗншӗн тесен хăшӗ-пӗри урама тухас умӗн электрооборудованисене сӳнтерме, тепри алăкне питӗрме, виççӗмӗшӗ петардăсемпе фейерверксене инструкцире кăтартнă пек сирпӗтме-яма, тăваттăмӗшӗ çул-йӗр хăрушсăрлăхӗ çинчен манать. Тепӗр категорири çынсем – пулăçсем – вара вуçех те пуçа çыран хӗрринче хăварни сисӗнет. Кăçал пăр ларнă-ларман 8 çын пăр айне анса кайнă та ӗнтӗ, вӗсенчен иккӗшне çăлайман.

Хитре чăрăш, гирлянда савăнăç кӳнисӗр пуçне инкек сăлтавӗ те пулнă тӗслӗхсем нумай. Çӗнӗ çул уявӗсем вăхăтӗнче çуллен пушарсен шучӗ 30 процента ӳсет. Раççей МЧСӗн Тутарстанри управленийӗн ертӳçин çумӗ Константин Чанышев çак кунсенче ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ ларура пӗлтернӗ тăрăх, иртнӗ Çӗнӗ çул уявӗсенче республикăра пурӗ 169 пушар тухнă (2020 çултипе танлаштарсан 30 процент нумайрах), 14 çын вилнӗ, 11-шӗ аманнă. Пушарсен 43 проценчӗн сăлтавӗ – вутпа асăрханусăр пулни, 25 проценчӗ электрооборудованипе тӗрӗс мар усă курни, 26 проценчӗ хутса ăшăтмалли хатӗрсемпе мăрьесен юсавсăрлăхӗ. Юри чӗртнӗ тӗслӗхсем те пур.

Нумай чухне инкек ӳсӗрсене пула тухать, пӗлтӗрхи Çӗнӗ çул вăхăтӗнче те акă вӗсен айăпӗпе пулнă 14 пушарта 7 çын çунса вилнӗ. Çавăнпа хальхи вăхăтра ведомство пурăнмалли, çынсем нумай пухăнакан вырăнсенче пушар хăрушсăрлăхӗн профилактикипе хастар ӗçлеме тытăннă.

Иртнӗ Çӗнӗ çул уявӗсен вăхăтӗнче пушар тухасси тата вӗсенче çынсем вилнӗ тӗслӗхсен шучӗ ӳснипе кăçал декабрӗн 20-мӗшӗнчен пуçласа январӗн 10-мӗшӗччен республика территорийӗнче пушара хирӗç ятарлă режим кӗртме йышăннă. Çак вăхăтра МЧС, Росгварди сотрудникӗсемпе пӗрле куллен рейда тухаççӗ. Аса илтеретпӗр, петардăсемпе фейерверксене ятарлă вырăнсенче (Тутарстанра вӗсем 700 ытла) кăна сирпӗтме юрать. Йӗркене пăсакансене штраф тӳлеттереççӗ. Ятарлă режим вăхăтӗнче сумми икӗ хут ӳсет. Урăхла каласан, ахаль граждансен– 4000, должноçрисен 30000, предприятисемпе организацисен 400000 тенкӗ таран тӳлеме тивет.

 Çӗнӗ çул мероприятийӗсенче 2,3 пин çын тата 1,1 ятарлă техника хăрушсăрлăхпа тивӗçтерӗ. 50-ран ытла çын пухăнакан вырăнсенче МЧС ӗçченӗсем те дежурствăра тăрӗç. Çапах та уяв савăнăçлă иртсе ыррипе кăна асра юласси чăн малтан хамăртан килет. Çавăнпа тимлӗхпе асăрханулăх çинчен манни мӗн патне илсе çитерессине хамăр çинче тӗрӗслес марччӗ, ыттисен тӗслӗхне пăхса вӗренесчӗ, капла тӗрӗсрех те пулӗ, йӳнӗрехе те ларӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев