Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра кружоксен ӗçне чармаççӗ

Сентябрӗн 1-мӗшӗнчен Тутарстанри ачасем валли вӗренӳ çулталăкӗ яланхи пекех шкулта пуçланать.

Ача-пăча кружокӗсемпе секцисен ӗçӗнче чăрмавсем Тутарстанра пулмаççӗ, çапах Сovid-19 коронавируса пула кӗртнӗ хăш-пӗр чарусене хушма вӗрентӳ учрежденийӗсен пăхăнма тивет. Çакăн çинчен ТР Роспотребнадзор Управленийӗн ертӳçи Марина Патяшина пӗлтернӗ.  

«Хушма пӗлӳ паракан ача-пăча учрежденийӗсен ӗçӗ пирки тӳрех калатăп, кружоксем, секцисем тата хушма вӗрентӳ урокӗсем ирттерекен культура е ытти йышши центрсен ӗçне чарма паянхи куна сăлтав çук. Анчах çак организацисем профилактика меслечӗсене çирӗп пăхăнса пымалла тата уçăлас умӗн сахалтан та пӗр кун юлсан, пире пӗлтермелле», – тесе палăртнă Патяшина.  

Коронавируса пула кӗртнӗ чарусене пăрахăçлас виççӗмӗш тапхăрта мӗн пур йышши вӗрентӳ ӗçне çӗнӗрен пуçлама ирӗк парăнать. Сентябрӗн 1-мӗшӗнчен Тутарстанри ачасем валли вӗренӳ çулталăкӗ яланхи пекех шкулта пуçланать.  

Патяшина аса илтернӗ тăрăх, хальлӗхе 100 ытла çынлă урамри мероприятисем ирттерме ирӗк паман тата пӳлӗмре пӗр вăхăтра 50 çынран ытларах ларма юрамасть.

Иртнӗ талăкра Тутарстанра 28 çынра коронавирус инфекцине тупнă, вӗсенчен 18-шӗ Хусантан.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев