Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра мӗн пур 43 район вырмана тухнă

Вырма тытăнчӗ кăна-ха. Хирсен 16 процентне çеç тыр-пултан тасатнă пулин те Тутарстанри пӳлмесене ӗнтӗ пӗр миллиона яхăн тонна тырă кӗнӗ ӗнтӗ. Çакăн çинчен ТР ял хуçалăхӗпе продовольстви министрӗ Марат Зяббаров ял хутлăхӗсен пуçлăхӗсемпе тӗл пулнă вăхăтра пӗлтернӗ. Министр «Хузангаевский» тата «Восток-зернопродукт» хуçалăхсенче пулнă.

«Паян Тутарстанра мӗн пур 43 район вырмана тухнă. Хуçалăхсем 960 пин тонна тырă  пухса кӗртнӗ», - тенӗ министр. Зяббаров вырма ӗçӗсем Алексеевски тата Элкел районӗсенче еплерех пынипе паллашнă. Пурӗ Элкел муниципалитетӗнче 114 700 гектар ял хуçалăх çӗрӗ, çав шутра 97 пин ытла гектар суха çӗрӗ. Район ял хуçалăх эффективлăхӗпе республикăра 16-мӗш вырăнта пырать. Марат Зяббаров палăртнă тăрăх, республикăри вăтам кăтартусенчен сахалтарах ӗç укçи тӳлекен хуçалăхсем пур ку районра.

«Тивӗçлӗ ӗç укçи – паянхи куна тӗп вырăн йышăнать. Тăрăшакансене ӗçшӗн тивӗçлӗ тӳленипе çеç кăсăклантарма пулать», - тесе палăртнă министр. Унăн тимлӗхӗнче çӗр ӗçӗсем çеç мар, выльăх-чӗрлӗх ӳстерессипе сӗт суса илесси те.

Пасарлă Матак ялӗнче Анвар Залакова халалланă парка уçма та хутшăннă ял хуçалăх министрӗ.
ТР Ял хуçалăх министерствин пресс-службин сăнӳкерчӗкӗсем

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев