Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра мӑшӑрлану регистрацийӗсен шучӗ 27% ӳснӗ.

Тутарстанра мӑшӑрлану регистрацийӗсен шучӗ пӗлтӗр 27% ӳснӗ. Ҫакӑн ҫинчен ТР ЗАГС Управленийӗн начальникӗ Гульшат Нигматуллина ведомствон пӗтӗмлетӳ коллегийӗнче пӗлтернӗ

"Тутарстан яланхи пекех Федерацин Атӑлҫи округӗнче регистрациленӗ мӑшӑрланусен шучӗпе малта пырать. Ҫӗнӗрен йӗркеленӗ ҫемьесен шучӗ 2021 ҫулта 27% ытла ӳснӗ. Ҫакӑ 2022 ҫулта ҫуралакан ачасен шутне ӳсме май парать", - терӗ докладчик.

Пӗлтӗр 24 651 мӑшӑрлану союзне регистрациленӗ, 2020 ҫулта 5303 мӑшӑрлану сахалтарах пулнӑ.

Нигматуллина палӑртнӑ тӑрӑх, 18 ҫула ҫитмен ачаллӑ ҫемьесенче уйрӑлу шучӗ иккӗмӗш ҫул чакса пырать. 2019 ҫулта ун пек ҫемьесем 11 628 пулнӑ, 2020 ҫулта— 10 213 пулнӑ, иртнӗ ҫулта — 9585 пулнӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев