Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра ҫӗнӗ коронавирус инфекцийӗнчен инҫетри ялсенче пурӑнакансене вакцинацилеме тытӑннӑ

Вӗсем мобильлӗ поликлиникӑра диспансеризаци иртнӗ хыҫҫӑн тӳрех прививка тутарма пултараҫҫӗ

"Мобильлӗ комплекс специалисчӗсем фельдшерпа акушер пункчӗсенче вакцинаци процессне йӗркелеҫҫӗ. Вакцинаци иртес умӗн поликлиникӑра врач пӑхать, ун вӑхӑтӗнче шала кайнӑ чирсем прививка тума кансӗрлени е чӑрмантарманни пирки палӑртаҫҫӗ", – тесе каланӑ Республикӑри клиника больницинчи тӗп врач ҫумӗ Айдар Багаутдинов. Коллективлӑ иммунитет тӗвӗлентӗр тесе Тутарстанӑн Сывлӑх сыхлав министерстви ялсенче пурӑнакан ытларах ҫынна вакцинацилеме мобильлӗ комплекссен специалисчӗсене явӑҫтарать.

"Эпӗ сакӑрвуннӑпа пыратӑп, ку ҫулсенче манӑн ҫак хӑрушӑ чирпе чилессӗм килмест. Пирӗн пата вакцинӑна илсе килеҫҫӗ тенине илтсен, тӳрех прививка тутаратӑп тесе шутларӑм",– каласа панӑ Спасски районӗнче пурӑнакан Нина Николаевна.
Спасски районӗнче паян «Спутник-V» вакцинӑн пӗрремӗш дозипе 150 ҫын прививка тунӑ, ҫав шутра администрацийӗн ӗҫченӗсем те.
"Вакцинацие ҫакнашкал ирттерни халӑха кӗске вӑхӑтра хӳтӗлеме май парать. Коллективлӑ иммунитет кашни районшӑн пӗлтерӗшлӗ. Енчен те районра пурӑнакансем чирлеме пуҫласан, сывлӑх шайӗ чакма тытӑнать, халӑхӑн ӗҫ хӑвачӗ пекех. Ҫакӑ район экономикинчи социаллӑ кӑтартусенче те палӑрать",– тесе пӗлтернӗ Спасски районӗн Ӗҫтӑвкомӗн ертӳҫи Валерий Осокин.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев