Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра нумай чӗлхеллӗ вӗрентӳ комплексӗсене тӑваҫҫӗ

Шкулта уйрӑм предметсене акӑлчан чӗлхипе вӗрентӗҫ: виҫҫӗмӗш класран пуҫласа – музыка, технологи предмечӗсене, ҫиччӗмӗш классран – биологи, географи, математика

Хусанта нумай чӗлхеллӗ «Адымнар — путь к знаниям и согласию» ятлӑ вырӑс, тутар, акӑлчан чӗлхисене тарӑннӑн вӗрентекен вӗрентӳ комплексӗ уҫӑлнӑ.

Унта ТР Президенчӗ Рустам Минниханов хутшӑнайман, хӑйӗн саламне янӑ, ӑна вӗрентӳ министрӗ Рафис Бурганов вуласа панӑ.
Полилингвальлӗ вӗрентӳ комплексне уҫнӑ ҫӗре ТР Патшалӑх канашҫи Минтимер Шаймиев, Премьер-министр Алексей Песошин, РФ строительствопа ҪКХ министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Ирек Файзуллин, Хусан мэрӗ Ильсур Метшин тата ыттисем хутшӑннӑ.
Ҫӗнӗ вӗрентӳ организацине Хусанти 165 № шкул никӗсӗнче йӗркеленӗ. Комплекса виҫӗ шкул кӗрет: 480 вырӑнлӑ пуҫламӑш шкул, Бичурин урамӗнчи 800 вырӑнлӑ билингвальлӗ шкул, Бондаренко урамӗнчи 1224 вырӑнлӑ Полилингвальлӗ шкул. Виҫҫӗмӗшӗнче ют хуларан килнӗ ачасем валли 240 вырӑнлӑ интернат пулать.
Унсӑр пуҫне комплекс шутне ача сачӗсем, "Пламя" лагерь никӗсӗнче йӗркеленӗ ҫулталӑкӗпех ӗҫлекен 270 вырӑнлӑ хушма вӗрентӳ центрӗ кӗреҫҫӗ.
Шкулта уйрӑм предметсене акӑлчан чӗлхипе вӗрентӗҫ: виҫҫӗмӗш класран пуҫласа – музыка, технологи предмечӗсене, ҫиччӗмӗш классран – биологи, географи, математика.
2024 ҫул тӗлне Тутарстанра ултӑ полилингвальлӗ комплекс уҫӑлать. Вӗсенчен иккӗшӗ Хусанта ӗҫлӗҫ, Елабугӑра, Ҫырчаллинче, Элметре, Анат Камӑра – пӗрер. Комплекссен шутне ача сачӗсем, хушма пĕлӳ паракан центрсем кӗрӗҫ.
Малашне полилингвальлӗ шкулсене ЮНЕСКО шайӗнчи шкулсен халӑхсем хушшинчи системӑна кӗртесшӗн.
Хальхи шкул моделӗ пулса тӑмалли нумай чӗлхеллӗ вӗрентӳ комплексӗсене тӑвас проекта республикӑра 2019 ҫултанпа пурнӑҫлаҫҫӗ.
Ӑна ТР Патшалӑх канашҫи Минтимер Шаймиев пуҫарнӑ, РФ Президенчӗ Владимир Путин тата Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов тӗрев панӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев