Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра Оренбург тракчӗ текен çулăн дублерне тăвӗç

Лайăш районӗн пуçлăхӗ Ильдус Зарипов пӗлтернӗ тăрăх, хальлӗхе проект сӳтсе явас шайра, анчах та ăна пурнăçа кӗртес тӗллев çирӗп

«Усады, Столбище, Песчаные Ковали ялӗсен çывăхӗнчен иртекен Оренбург тракчӗ çулăн М-12 трассăпа çыхăнакан дублерне тăвас концепцине çулталăк каяллах хатӗрленӗ.  Хальхи вăхăтра йăлтах калаçса татăлас стадире. Ман шутпа çулталăк хушшинче татăклă йышăну тумаллах, мӗншӗн тесен унăн кирлӗлӗхӗ пысăк. Тӗп çулсен нагрузки самаях», – тенӗ Зарипов Андрей Кузьминăн «Интервью без галстука» проектне валли интервью панă май. Ун сăмахӗсемпе, 2030 çул тӗлне район халăхӗ 50 пин çын таран ӳсет. Çавăнпа та Оренбург тракчӗн дублерӗ кăна мар, çавра çул та кирлӗ. Хальхи вăхăтра проект документацине хатӗрлеççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев