Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра Президент программипе 1212 кил картишне юсаса пӗтернӗ

«Наш двор» программăна кӗнӗ пӗтӗм кил картишне юсаса пӗтернӗ, хут ӗçӗсене туса пӗтересси çеç юлнă. Тата ик-виçӗ эрнерен эпир ӗçе вӗçлетпӗр», – тесе пӗлтернӗ программăн кураторӗ Арина Петрова

Ун сăмахӗсемпе, программăна 2023 çулта та малалла тăсӗç.

«Енчен те хисеп пирки калас пулсан, эпир 1212 двора юсаса тирпейлерӗмӗр. Виçӗ çулта вӗсен шучӗ виçӗ пинрен те иртрӗ. Эпир чарăнма шутламастпăр, çитес çул та программăна пурнăçа кӗртес тетпӗр», – палăртнă Арина Петрова.

Пурӗ пилӗк çул хушшинче Тутарстанра 6 923 кил картишне юсаса çӗнетмелле, ку вăл республикăра 2014 çулччен тунă нумай хваттерлӗ çуртсен таврашӗнчи территорисем.
«Татар-информ» агентствон сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев