Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра Пӗрлехи патшалăх экзаменӗнче 200 балл пуçтарнă выпускниксен шучӗ ӳснӗ

Çакнашкал çитӗнӳсене икӗ предметпа экзамен тытса кăçал республикăра 14 çын тунă, 2021 çулта унашкаллисем вунпӗрӗн пулнă. Çакăн çинчен журналистсене ТР вӗрентӳпе наука министрӗ Ильсур Хадиуллин пӗлтернӗ.

«Вӗсене пурне те «За особые успехи в учении» медальпе наградăланă, – тесе хыпарланă Вӗрентӳпе наука министерствин пуçлăхӗ. – Паянхи куна Тутарстанри шкулсенчен вӗренсе тухакансенчен 218-шӗн çӗр баллă результатсем».

Хадиуллин сăмахӗсемпе, пӗр предметпа çӗр балл илме 190 çын пултарнă, вӗсенчен 132 выпускник «За особые успехи в учении»  медале илме тивӗçнӗ. Министр палăртнă тăрăх, иртнӗ çулсенчи пекех, кăçал Пушкин ячӗллӗ 78-мӗш лицей, Çырчаллинчи 26-мӗш гимнази, ХФУ-н IT-лицейӗ, çавăн пекех Хусанти 7-мӗш гимнази, 19-мӗш гимнази, 131-мӗш лицей çакнашкал пултаруллă ачасене экзаменсене хатӗрлеме пултарнă.

Пурӗ патшалăх пӗтӗмлетӳ аттестацине Тутарстанра кăçал 17 452 çын иртнӗ, çав шутра 2022 çулта шкул пӗтернисем 16 153 çын.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев