Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра пуçланнă эксперимент ăнăçлă пулнă

Хăйсене хăйсем ӗçпе тивӗçтерекенсем кăçалхи 9 уйăхра Тутарстан бюджетне 400 ытла миллион тенкӗ налог куçарнă.

Çакăн çинчен журналистсене ТР Патшалăх Канашӗн Бюджет, налог тата финанс комитечӗн председателӗ Леонид Якунин пӗлтернӗ.

«Пирӗн республикăра 168 пин самозанятый ӗçлет. 2021 çулхи 9 уйăхра бюджета вӗсенчен 404 милион тенкӗ налог кӗнӗ, ку сисӗнмелле ӳсӗм», – тенӗ парламентарий.  

Якунин асаилтернӗ тăрăх, 2019 çулта Тутарстан хăйсене хăйсем ӗçпе тивӗçтерекенсен проектне эксперимент ирттерекен регион пек кӗнӗ.

«Хальхи вăхăтра вăл пӗтӗм Раççейӗпе усă курăнать, ытти регионсем пирӗн опытпа кăсăкланаççӗ. Эпир çакнашкал льготăллă налог хурăннин эффективлăхне пӗрре мар тишкернӗ. Паянхи кун эксперимент ăнчӗ тесе калама пулать», – тесе палăртнă вăл.

Депутат асаилтернӗ тăрăх, хăйне хăй ӗçпе тивӗçтерекен пысăк финанссемсӗрех бизнес пуçласа яма пултарать, унтан ăна пысăк ӗç таран аталантарма. Республика правительствинчен те, федераллă шайра та самозанятыйсене пулăшу кӳрӗнет.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев