Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра пурӑнакан ҫынсенчен ҫуррин коронавируса хирӗç антителасем пур

Антителосене тӗрӗслекен тест имунитет пуррине кӑтартать. Анчах ку ҫынна маскӑсӑр тата социаллӑ дистанцие тытмасӑр ҫӳреме юранине пӗлтӗрмест

Федераллӑ Роспотребнадзорӑн пилотлӑ проекчӗпе Тутарстанри 3 пин ҫынна коронавируса хирӗҫ антителосем пуррипе ҫуккине тӗрӗсленӗ. Сентябрь уйӑхӗнче вӗсене  ҫынсен 45,2 процентӗнче тупнӑ.

Роспотребнадзор ӗҫченӗсем кашни муниципалитетран пӗр тан халӑха суйласа илсе тӗрлӗ ҫулти ҫынсенче популяци иммунитет пуррипе ҫуккине тӗрӗсленӗ. Тӗпченӗ ҫынсенчен чылайӑшӗ коронавируса симптомсемсӗр чӑтса ирттернӗ (93,8%).
Тӗпчев нумай шкул ҫулне ҫитмен, Шкула ҫӳрекен ачасем, медицина ӗҫченӗсем йышлӑ чирлесе ирттернине кӑтартнӑ.
Анчах коронавирус патне антителосем пурри маска тӑхӑнмасӑр ҫӳреме юранине пӗлтӗрмест. Ҫакӑн ҫинчен Роспотребнадзорӑн Тутарстанри управленийӗн ертӳҫи Марина Патяшина пӗлтернӗ.
"Антителосене тӗрӗслекен тест имунитет пуррине кӑтартать. Анчах ку ҫынна маскӑсӑр тата социаллӑ дистанцие тытмасӑр ҫӳреме юранине пӗлтӗрмест. Маска тӑхпнни вӑл унӑн яваплӑхӗ",– тесе палӑртнӑ Тутарстанӑн тӗп санитари врачӗ.
Марина Патяшина сӗннӗ тӑрӑх, енчен те ҫулҫӳреве тухса каяс е массӑллӑ мероприятие хутшӑнас плансем пур-тӑк, антителосене тӗрӗслесе анализ парсан тӗрӗс пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев