Сувар

Tутарстанра пурӑнакансен 97 проценчӗ Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх ҫыравне хутшӑнма ӗлкӗрнӗ

Ҫакӑн ҫинчен журналистсене Тутарстанстат ертӳҫи Наталья Гатауллина пӗлтернӗ.

"Hоябрӗн 14-мӗшӗ – ҫынсем переписе хутшӑнма пултаракан юлашки кун",– тесе каланӑ вӑл. 97 процент – Раҫҫейри вӑтам кӑтартуран ҫӳллӗрех. Ҫӗршывӗпе ӗнтӗ 133,5 млн пурӑнакан ҫырава хутшӑнса ӗлкӗрнӗ, ку вӑл пӗтӗм халӑхӑн 91,6 проценчӗ.

Кашни ҫыннӑн переписьре хутшӑнса хӑй тата ҫемйи ҫинчен сведенисем пама май пур. Ҫакна Патшалӑх услугисен порталӗнче, нумай фунциллӗ центрсенче, стационарлӑ ҫырав участокӗсенче тума пулать. Ҫав вӑхӑтрах килсемпе хваттерсем тӑрӑх переписчиксем ҫӳрес формат та сыхланса юлнӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: