Тутарстанра пурӑнакансене чан сассин "Алексеевские перезвоны" фестивальне йыхравлаҫҫӗ
Мероприятие Раҫҫей, Белорусси, Украина чанҫисем хутшӑнаҫҫӗ, вӗсемсӗр пуҫне чиркӳпе халӑх юррисене юрлакансем, тӗрлӗ жанрти фольклор тата ташӑ ушкӑнӗсем
Фестиваль майӑн 29-30-мӗшӗсенче иртет. Ӑна Александр Яроҫлавович вырӑс кнеҫӗ 800 ҫул тултарнине халаллаҫҫӗ тата Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче халӑхсен патриотизмне.
Чан сассин фестивӑлӗ православири чан ҫапас искусствона упраса хӑварса аталантарать, ҫакӑ Раҫҫейӗн укҫапа виҫейми пурлӑхӗпе еткерлӗхӗ. Мероприятие Раҫҫей, Белорусси, Украина чанҫисем хутшӑнаҫҫӗ, вӗсемсӗр пуҫне чиркӳпе халӑх юррисене юрлакансем, тӗрлӗ жанрти фольклор тата ташӑ ушкӑнӗсем.
Фестивалӗн пӗрремӗш кунӗ - майӑн 29-мӗшӗ Алексеевскинче иртет, майӑн 30-мӗшӗнче вӑл Хусанти Зилантов мӑнастырӗнче малалла тӑсӑлӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев