Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра пушара хирӗçле режим пуçланчӗ

Çулталăк пуçланнăранпа республика территорийӗнче 193 тӗтӗм тухнă вырăн (термоточка) тата вăрман çывăхӗнче 162 пушар регистрациленине ТР Вăрман хуçалăхӗн министерствин пресс-служби пӗлтерет.

Вӗсем шучӗ пӗлтерхи тапхăрпа танлаштарасан 20 хут нумайрах. Тӗп сăлтав – ăшă çанталăк тата юр сахал пулни.

«Паян Тутарстанра пушара хирӗле режим пуçланчӗ. Ăна пушар тухассине чакарас, республикăри халăха хӳтелес тата çутçанталăк ресурсӗсене сыхласа хăварас тесе ятарлă режима пжхжнмалла»,  – аса илтернӗ ТР вăрман хуçалăхӗн министрӗн çумӗ Ильгизар Зарипов.

Ун сăмахӗсемпе, республикăри вăрманçăсемпе МЧС ӗçченӗсем пушар хăрушсăрлăхӗн мониторингне вăйлатнă. Пушар тухни  çинчен пӗлтерекен хыпар илсен, вӗсем ăна хăвăрт сӳнтерме хатӗр, кун валли йăлтах пур.

Пушара хирӗçле режим вăхăтӗнчи чарусем:

  • кăвайт чӗртме, типӗ курăкпа çӳп-çап çунтарма юрамасть;
  • уçă вутпа усă курса апат-çимӗç хатӗрлеме юрамасть;
  • 1-3-мӗш класлă хăрушлăхри пиротехника изделийӗсемпе усă курма юрамасть;
  • çунакан-сӗрекен материалсем пулăшнипе тӳпене çӗкленекен чарма-пăрма çук конструкцисене яма юрамасть.

Пушар хăрушсăрлăхӗн правилисене ятарлă пушар режимӗ вăхăтӗнче пăсакан  граждансене 50 пин тенкӗ таран, должноçрисене – 90 пин тенкӗ таран, предприяти-организацисене – 1 млн тенкӗ таран штраф тӳлеттереççӗ.

ТР Вăрман хуçалăхӗн министерствин пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев