Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра QR-код тӗрӗслекен пулса ӗҫлес текенсем нумайӑнах мар

Паянхи куна Раҫҫейри даннӑйсен базинче QR-код контролерӗ тата температура тӗрӗслекенни пулса ӗҫлес текен 78 соискатель ӗҫ шырани ҫинчен пӗлтерет hh.ru сервисӑн пресс-служби

"Пуринчен те ытларах ҫакнашкал резюмесем Липецк, Свердловск облаҫӗсенче, Мускавра тата Алтай крайӗнче.

QR-код тӗрӗслекен пулса ӗҫлес текенсем Тутарстанра, Самарпа Саратов облаҫӗсенче пӗрер резюме лартнӑ, – тенӗ хыпарта.
QR-контролер пулса ӗҫлес текенсем хушшинче хӗрарӑмсем ытларах, резюмесен 68% вӗсен. Ытларах чухне (86%) ку 30 тултарман ҫынсем. Вӑтамран илсен вӗсем уйӑхне 24 пин тенкӗлле ӗҫлеме хатӗр.
Палӑртса хӑвармалла, Раҫҫейре QR-код тӗрӗслекен сотрудниксем валли 100 яхӑн ваканси пур. Контролёрсемсӗр пуҫне ҫак функционала хӑш-пӗр хуралҫӑ, прмоутер, администратор вакансине кӗртнӗ. Ытларах чухне кунашкал ӗҫе суту-илӳ центрӗсемпе апатлантару заведенийӗсенче тума тивет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев