Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра "Сад памяти" акци иртет

«Пурне те Сад памяти акци патне хутшăнса йывăç лартма чӗнетпӗр. Акци 10:00 сехетре пуçланать. Перческесене, кӗреçесене тата  лартмалли йывăçсене вырăнтах парăпăр», - палăртаççӗ сельхоз министерствин пресс-службинче

Çӗнтерӳ кунӗ çитес умӗн, майăн 8-мӗшӗнче, Тутарстан вăрманӗсенче «Сад памяти» акци иртет. Республикăра пурăнакансем 350 пин йывăç лартса Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче вилнӗ 350 пин Тутар АССР-нче çуралса ӳснӗ фронтовиксене асăнӗç.

Хусан айӗнче акци 3 площадкăра - Матюшино, Çӳлту тата Кивӗ Хусан лесничествисенче иртет.

«Пурне те Сад памяти акци патне хутшăнса йывăç лартма чӗнетпӗр. Акци 10:00 сехетре пуçланать. Перческесене, кӗреçесене тата  лартмалли йывăçсене вырăнтах парăпăр», - палăртаççӗ сельхоз министерствин пресс-службинче.

«Сад памяти» акци Тутарстанра апрелӗн 20-мӗшӗнче пуçланчӗ те июнӗн 22-мӗшӗнче вӗçленет. Паянхи куна акци шайӗнче 67 пин йывăç лартнă ӗнтӗ. Пурӗ кăçал 1 000 000 йывăç лартасшăн.

Татар-информ архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

2
X