Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра шыв пăрăхӗсен 32%, канализаци пăрăхӗсен 38% процентне улăштармалла

Çакăн çинчен паян ТР строительство, архитектуратата ÇКХ министрӗн çумӗ Ильдус Насыров пӗлтернӗ. Ку хыпара ахальтен çӗклемеççӗ, мекен коммуналлă тарифсем ӳсессине пӗлтерет çакă.

«Республикăра пăрăхсемпе кунне 3 миллион кубла метр шыв юхать, вӗсенчен 32 проценчӗ çынсене валли каять, ытти промышленность предприятийӗсем валли. Потребительсем патне çитерме республикăра 18,5 пин километр пăрăх тăснă. Предприятисем хакланă тăрăх, шыв пăрăхӗсен 32% улăштармалла», – тесе пӗлтернӗ спикер. Канализаци сетӗсен пăрăхӗсем 4,8 пин километра тăсăлнă, вӗсенчен 38 процентне (1,8 пин километрне) улăштармалла.

Пурӗ Тутарстанра 83 предприяти шывпа тивӗçтерес енӗпе ӗçлет, 66 предприяти – канализаципе, каяш шывӗсене тасатассипе. Хусанта пурăнакансене «Водоканал» МУП шывпа тивӗçтерет, вăлах каяш шывӗсене тасатассипе аппаланать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев