Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра шкул олимпиадисене ирттерме 33 миллион тенкӗ уйӑрӗç

ТР Вӗрентӳпе наука министерстви çитес çул шкул ачисен предмет олимпиадисен регионти тапхӑрне ирттерме подрядчик шырать. Олимпиадăсене ирттерес тӗллевпе республика бюджетӗнчен 32,8 миллион тенкӗ ытла уйăрĕç.

Хутшӑнакансене, пӗрле килекенсене, йӗркелӳ комитетне, ӗç ушкӑнне пурӑнмалли вырăнсемпе тата апатпа тивĕçтерессине подрячик хӑй çине илӗ. Çавӑн пекех вӑл дипломсем, свидетельствӑсемпе Хисеп хучĕсем хатӗрлӗ, кабинетсемпе, техникӑпа, канцелярипе тивӗçтерӗ тата ытти йӗркелӳ ыйтӑвӗсемпе ӗçлӗ.

Аса илтеретпӗр, олимпиадӑсем çитес çул январĕн 9-мӗшӗнчен пуçласа мартӑн 1-мӗшӗччен иртеççӗ.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: олимпиада