Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра спорт объекчĕсем кӑмпасем пек ӳсеҫҫӗ

Спорткомплекс ҫурчӗсене инвалидсем те кӗрсе ҫӳреме пултараҫҫӗ

Тутарстанӑн спорт министрӗ Владимир Леонов республикӑри спортсменсен тата спорт чиновникӗсен ҫур ҫулхи ҫитӗнӗвӗсем ҫинчен журналистсене ҫур сехет каласа пачӗ. Чӑнах та, районсенче сахал мар спорт объекчӗ тӑваҫҫӗ. Вӗсене ҫӳреме те райцентрсенче хаклӑ мар.
Акӑ тӗслӗхрен, часах Нурлатра бассейнлӑ спорткомплекса туса пӗтереҫҫӗ. Унӑн ячӗ Тулпар – ҫунатлӑ ут пулать. Спорткомплекс лаптӑкӗ 5,2 пин тваткал метр. Унта волейболпа баскетбол площадки, кӗрешӳ залӗ, тренажёр залӗ, икӗ бассейн тата 70 ҫын шӑнӑҫтаракан трибуна. Унсӑр пуҫне унта хушма спорт площадкисем те пулаҫҫӗ.
Спорткомплекс ҫуртне инвалидсем те кӗрсе ҫӳреме пултараҫҫӗ.
Иртнӗ уйӑхра ТР Президенчӗ Ҫӳльту районӗнче бассейн уҫнӑччӗ. Республикӑн тӗллевлӗ программисен ӗҫӗ куҫ умӗнче. Ҫакнашкал спорт объекчӗсем ӗнтӗ чылай районта пур. Аксу райцентрӗнче, тӗслӗхрен, ӗнтӗ темиҫе ҫул шыва кӗреҫҫӗ. Унта кӑҫал пысӑк футбол хирне туса пӗтермелле. Футбола республикӑра пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Футболла хӗлле те выляма май пултӑр тесе Хусанта икӗ витнӗ манеж, Ҫырчаллипе Анат Камӑра – пӗрер манеж тӑваҫҫӗ.
Вӗсене Курбан Бердыев академийӗ валли тума тытӑннӑ пулнӑ. Проектӑн идеологӗ шӑпах вӑл. Владимир Леонов сӑмахӗсемпе, халь вӑл ӗмӗтсем историре. Ҫӗнӗ манежсенче вара спорт шкулĕсем пулӗҫ. Анчах спорт министерстви вӗсене „Рубина“ та, КАМАЗа та „Нефтехимика“ та парасшӑн мар. "Футбола халӑхра саратпӑр, – тет вӑл, – патшалӑх учрежденийӗсем халӑх валли уҫӑ пулаҫҫӗ.
Министр Тутарстанра спортпа тӑтӑш аппаланакансен шутне 2 миллион ҫынна ҫитересшӗн. Республикӑра кӑмпа пек ӳссе пыракан ҫӗнӗ спорт объекчӗсен шучӗ ҫакна тума май парать. Ҫӗннисене тӑвассипе кӑна мар, кивӗ залсене те юсаса ҫӗнетеҫҫӗ. Тӗслӗхрен Ешӗлвар ҫывӑхӗнчи "Маяк" спорткомплекса ҫӗршыв тата тӗнче шайӗнчи ӑмӑртусене йышӑнмалӑхах ҫӗнетнӗ. Кунта республикӑри штангистсем час-часах вӑй виҫеҫҫӗ.
Нумай спорт ӑмӑртӑвне вӑхӑтпа куҫарма тивнӗ пулсан та хӑш-пӗр чемпионата Хусан йышӑнатех.

"Эпир кӑҫал экстремаллӑ спорт вӑййисен паркне уҫрӑмӑр. Часах унта пӗрремӗш ӑмӑртусем иртӗҫ – сентябрӗн 18-21-мӗшӗсенче Пӗтӗмраҫҫейри урам вӑййисем. Унта спортӑн интереслӗ тӗсӗсем пулаҫҫӗ, ҫав шутра олимп программине кӗнисем те", – терӗ Леонов.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев