Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

 Тутарстанра ӗҫсӗрлӗх чакса пырать, анчах пур ҫӗрте те мар

Pеспубликӑра ӗҫсӗрлӗх чакнин динамики ҫирӗп, анчах 6 районра ӗҫсӗррисене йывӑрпа ӗҫе вырнаҫтараҫҫӗ. Ку вӑл Ҫӳльту, Тукай, Элмет, Агрыз, Теҫҫӗ, Ютаза районӗсем

2020 ҫулхи декабрӗн 1-мӗшӗ тӗлне Тутарстанра ӗҫсӗррисен шучӗ 54 000 ҫынпа танлашнӑ. Ӗҫсӗрлӗх кӑтартӑвӗ -2,6% ҫитнӗ. 

2021 ҫулхи февралӗн 1-мӗшӗ тӗлне 34 000 ӗҫсӗррисене регистрациленӗ. Республикӑри пӗтӗмӗшле кӑтарту 1,7 % чакнӑ. Ҫулталӑк хушшинче Тутарстанра 34500 ҫынна ӗҫе вырнаҫтарнӑ, тесе пӗлтернӗ ТР ӗҫпе ӗҫлӗх тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Эльмира Зарипова.

Ун сӑмахӗсемпе, республикӑра ӗҫсӗрлӗх чакнин динамики ҫирӗп, анчах 6 районра ӗҫсӗррисене йывӑрпа ӗҫе вырнаҫтараҫҫӗ. Ку вӑл Ҫӳльту, Тукай, Элмет, Агрыз, Теҫҫӗ, Ютаза районӗсем.

Ӗҫ министрӗн сӑмахӗсемпе, Тутарстанри ӗҫ рынокӗнче паянхи куна 50 000 ӗҫ вырӑнӗ пур. Вӑл ӗҫпе тивӗҫтерекенсене пушаннӑ вакансисене "Работаив России" сайта вырнаҫтарма ыйтнӑ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев