Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра тискер кайăксене шута илнӗ

Тутарстанра тискер кайăксен çыравӗ вӗçленнӗ. Икӗ уйăх хушшинче ТР Биорессурсен патшалăх комитечӗн, сунар хуçалăхӗсен специалисчӗсем, егерьсем, обществăлла инспекторсем тата сунарçăсем 14 пин километр ытла тӗрӗслесе тухнă.

Чӗрчунсене шута илесси виçӗ тапхăрпа иртнӗ: шута илмелли маршрутсене планласси, вӗсенчи ӗç тата чӗрчунсемпе кайăксене шута илесси. 


Мониторинг ирттерме специалистсем хăйсемпе пӗрле локацие, вăхăта тата çул хăвăртлăхне фиксацилекен навигатор, планшет илнӗ, маршрутăн хут çине пичетленӗ схеми çине кăранташпа ăçта, кам хăш еннелле çӳренине паллă туса пынă. 


Пухнă даннăйсем сунар ресурсӗсем мӗнле шайра пулнине хаклама, кирлӗ пулсан республикăн фаунине лайăхлатма пулăшӗç. Çырав пӗтӗмлетӗвӗсемпе пухнă даннăйсене йăлтах пăхса тухса шута илсен паллашма пулӗ.

 

ТР Биоресурссен патшалăх комитечӗн пресс-службин материалӗ тăрăх хатӗрленӗ.

Сăнӳкерчӗк ТР Биоресурссен патшалăх комитечӗн пресс-службин.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев