Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра тухтӑра пӗрлехи колл-центр урлӑ киле чӗнтерме пулать

Гриппа ОРВИ сезонĕ пулнă май ТР сывлах сывлав министерстви пĕрлехи колл-центр ĕçлени пирки аса илтерет. Ун урлă чирлесен поликлиникăран киле врача чӗнме май пур.

Аса илтеретпӗр, республикӑн сывлӑх сыхлавӗн пӗрлехи колл-центрӗн номерĕ 8 (843) 558-03-03. 2023 çулхи сентябрь уйӑхӗнче ӗçлеме пуçланнӑранпа унта 16000 ытла шӑнкӑрав килнӗ.

Вӑл сывлӑх сыхлавӗнче маларах ĕçлекен тӗрлӗ хӗрӳ линисене пӗрлештернӗ. Колл-центрĕн операторĕсем Тутарстанри мӗнпур медицина организацийӗсен информаци системипе çыхӑннӑ.

8 (843) 558-03-03 телефон номерӗпе шӑнкӑравласа пациентсем медицина пулӑшӑвне илессипе тата йӗркелессипе çыхӑннӑ ыйтусем çине хурав тупма пултараççӗ. Вӗсен шутӗнче — поликлиника çумне çирӗпленесси, вакцинаципе диспансеризаци иртесси, эмелсемпе тивӗçтересси, пысӑк технологиллӗ медицина пулӑшӑвӗ, пулӑшу ӗçӗсен пахалӑхӗ тата ытти те.

Ӗç режимӗ: талӑкӗпех, канмалли кунсемсӗр. Шӑнкӑравсем пурте тӳлевсӗр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Здравоохранение