Сувар

г. Казань

Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра удобренисем кӑлармалли ҫӗнӗ технологисене тӗпчеҫҫӗ

Компани Мӗслӗм районӗнче экспериментлӑ производство пуҫарнӑ ӗнтӗ

 Аграри комплексӗн отхочӗсенчен удобренисемпе апат хушӑмӗсем тумалли уникаллӑ технологине Тутарстанра пурнӑҫа кӗртме пултараҫҫӗ.

«Татнефтехиминвест-холдинг» директорӗсен канашӗн ларӑвӗнче ҫак проекта ТР Президентне Рустам Минниханова кӑтартнӑ. 

Компани Мӗслӗм районӗнче экспериментлӑ производство пуҫарнӑ ӗнтӗ.

"Вӑл нумаях пулмасть кӑна ӗҫлеме тытӑнчӗ, ҫапах унта испытанисем иртеҫҫӗ. Пирӗн продуктсем – цеолит хущса тунӑ пысӑк пахалӑхлӑ кормсем тата удобренисем. 

Ҫакӑ тӑпран пуянлӑхне ҫӗр ҫул каярахри пек тума май парать", – тесе палӑртнӑ «Экомашорганик» наукӑпа производство ушкӑнӗн директорӗ Владимир Аксенов.

Вӑл хушса каланӑ тӑрӑх, ҫакнашкал удобренисен хакӗ аналоглисенсен 2,7 хут йӳнерех пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев