Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра ҫулпа ҫӳрес йӗркесене пӑснине фиксацилеме дронсемпе усӑ курӗҫ

Тутарстансӑр пуҫне ҫак меслетпе тата 16 регион усӑ кураҫҫӗ

Патшалӑх автоинспекцийӗн тата Росгвардин подразделенийӗсем ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерме тата ПДД йӗркисене пӑсакансене тупса палӑртма  беспилотниксемпе усӑ курӗҫ. Тутарстансӑр пуҫне ҫак меслетпе тата 16 регион усӑ кураҫҫӗ.

Дронсем ҫӳлтен хирӗҫ пыракан ҫул ҫине тухакан машинасене фиксацилеҫҫӗ, унтан информацие ҫывӑхра вырнаҫнӑ ГИБДД постне пӗлтереҫҫӗ. Гаишниксем йӗркене пӑсакансене явап тыттарӗҫ. 

Ведомстворан пӗлтернӗ тӑрӑх, беспилотниксем ҫулем ҫинчи фотовидеофиксаци хатӗрӗсем ҫук, ҫав вӑхӑтрах аварисем йышлӑ пулакан вырӑнсенче ӗҫлӗҫ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев