Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра вакцина ҫителӗклӗ

Медиксем республикӑри чирлӗ ҫынсенче 32 британи штамне, 49 инди штамне тупса палӑртнӑ. Ҫакӑ  вирусӑн мутацийӗ ҫинчен калать. Вӑл вара пурте пӗр вӑзӑтра вакцинаци туманнипе пулса иртет.

Республикӑри Роспотребнадзор тата Сывлӑх сыхлав министерствисен представителӗсем Любовь Геннадьевна Авдонина тата
Владимир Владимирович Жаворонков яланхи пекех "Татар-информ" агентствори журналистсен ыйтӑвӗсем ҫине хуравларӗҫ.
Иртнӗ эрнери кӑтартусемпе танлаштарсан, ку эрнере Covid-19-па чирлекенсен шучӗ 14 процента ӳснӗ.
Тутарстана самолетпа вӗҫсе килекенсене тест ирттерсе тӗрӗслеҫҫӗ, уйрӑмах ют ҫӗршыврисене. Ҫӗнӗ йӗркесемпе, ют ҫӗршывран пирӗн республикӑна килекен ҫынсен прививка туни ҫинчен сертификат пулсан, вӗсен ПЦР тест валли анализсем памалла мар. Тутарстана ют ҫӗршывран вӗҫсе килнӗ хыҫҫӑн хӑйсен сывлӑхне тӗрӗслемен (ПЦР тесчӗн кӑтартӑвӗсене Госуслугинчи "Личный кабинета" вырнаҫтарман 725 ҫынна пӗлтӗртенпе пурӗ 3 млн ытла тенкӗлӗх штрафланӑ.
Тутарстансем ӗнтӗ 3,8 млн ытла ПЦР тесчӗ тутарнӑ.
Медиксем республикӑри чирлӗ ҫынсенче 32 британи штамне, 49 инди штамне тупса палӑртнӑ. Ҫакӑ  вирусӑн мутацийӗ ҫинчен калать. Вӑл вара пурте пӗр вӑзӑтра вакцинаци туманнипе пулса иртет. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев