Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра вакцинаци шутласа хунă пек иртет

Ученыйсемпе тӗпчевҫӗсем Раҫҫейӗн коронавирусран тунӑ вакцини – паянхи куна туса хатӗрленӗ мӗн пур вакцинӑран ирттернине ҫирӗплетеҫҫӗ.

Ҫакӑн ҫинчен Ҫырчалли хула канашӗн IV пухӑвӗн ларӑвӗнче ТР Президенчӗ Рустам Минниханов каланӑ.
"Специалистсем пирӗн вакцина эфективлӑрах тата ӑнӑҫлӑрах пулнине ҫирӗплетеҫҫӗ. Вакцинациленнисен отклоненисем проблемӑсем ҫук, ҫакӑн ҫинчен эпӗ официаллӑ шантаратӑп. Пирӗн сывлӑх сыхлав системинче ҫакнашкал пулӑмсене эпир хальлӗхе асӑрхамасӑр", – тесе палӑртнӑ Минниханов.
Тутарстанра COVID-19-тан массӑллӑ вакцинаци иртет, ӑна «Спутник V» препаратпа тӑваҫҫӗ. ТР Президенчӗ республикӑри 1,5 млн ҫынна вакцинацилеме задача лартнӑ. Паянхи куна Тутарстанра 48 пин те 204 ҫын вакцинациленнӗ.
Хусанта ҫӗнӗ коронавирус инфекцийӗнчен хулари мӗн пур амбулаторире вакцина тӑваҫҫӗ. Ҫавӑн пекех Хусанти "Мега" суту-илӳ центрӗнче те вакцинаци иртме пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев