Сувар

г. Казань

Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра вӗрентӳ учрежденийӗсенчен 32% уйрăм хурал предприятийӗсем сыхлаççӗ

Çакăн çинчен ТР вӗрентӳпе наука министрӗн çумӗ Рамиль Хайруллин пӗлтернӗ

«Эпир 3593 вӗрентӳ объектне шута илтӗмӗр. Вӗсем хăрушлăх категорийӗпе пӗрремӗшӗнчен тăваттăмӗшне çити пайланаççӗ. Кашни категори патне хăйӗн требованийӗсем пур. Пӗрремӗш категори – пӗр вăхăтра 1,1 пин çын вырнаçать. Пире хăратакан цифра вăл çакă:  пӗрремӗшпе виççӗмӗш категорине кӗрекен 2107 объектран 674 объекта уйрăм хурал предприятийӗсем сыхлаççӗ. Ку вăл пурӗ 32 процент кăна», - тенӗ Хайруллин.

Ун сăмахӗсемпе, хăрушлăхăн пӗрремӗш категорине Тутарстанра 79 вӗрентӳ объектне кӗртнӗ. Ку вăл пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсем кăна мар, ача сачӗсем те, вăтам професиллӗ пӗлӳ паракан учрежденисем те, хушма пӗлӳ паракан организацисем те. Иккӗмӗш категорине 208 вӗрентӳ объекчӗ кӗрет, виççӗмӗш категорине – 1820 объект.    

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев