Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра халăх йышӗ ӳсет

Росстат кăтартăвӗсемпе, 2023 çулăн 11 уйăхӗнче Тутарстанра халăх йышӗ 7497 çын ӳснӗ.

Патшалăх статистикин федераллă служби иртнӗ çулхи январь — ноябрь уйăхӗсенче шутланă тăрăх, 2023 çулта Тутарстана 79647 çын килнӗ, 72150-шӗ кайнă. Пӗр çул маларах республикăра халăх шучӗ 9142 çын таран ӳснӗ пулнă. 


Каласа хăвармалла, Тутарстан миграцие пула халăх шутне ӳстерес енӗпе Федерацин Атăлçи округӗнче 1-мӗш вырăнта. Танлаштарма: Самара облаçӗнче 2023 çулăн 11 уйăхӗнче 3893 çын хушăннă, Киров облаçӗнче — 602, Марий Элта — 573, Мордовире — 273, Чулхула облаçӗнче — 216. Атăлçи тăрăхӗнчи ытти регионсенче вара халăх шучӗ ӳсме мар, чакса пырать.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев