Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ТУТАРСТАНРАН 3 ПИН ÇАМРĂК САЛТАКА КАЯТЬ

 Призывниксене Республикăн тӗп пунктӗнчен майăн 20-мӗшӗнчен çара ăсатма пуçлаççӗ

Апрелӗн 1-мӗшӗнчен çурхи призыв кампанийӗ пуçланчӗ. Çамрăк каччăсене салтака ăсатас ӗç июлӗн 15-мӗшӗччен тăсăлӗ. Призыв комиссийӗсем вара апрелӗн 13-мӗшӗнчен малтан мар ӗçлеме пуçлӗç.

Ку призыв кампанийӗнчи çӗнӗлӗх вăл – салтака каякансен пурин те коронавируспа чирлӗ мар-и тесе тест урлă иртме тивӗ. Çакăн пирки апрелӗн 1-мӗшӗнче «Татар-информ» Информаци агентствинче иртнӗ пресс-конференцире Тутарстан Республикин çар комиссарӗ Сергей Погодин генерал-майор каласа пачӗ.
– Коронавирус сарăлассипе кӗрешес тата профилактика тăвас тӗллевпе призыв пункчӗсене контактсăр электронлă термометрсемпе, медицина маскисемпе, дезинфекци тумалли хатӗрсемпе, ӳт-тир антисептикӗсем валли дозаторсемпе, бактерисене пӗтерекен лампăсемпе тивӗçтеретпӗр. Ӳт-пӳ температурине виçме, алăсене дезинфекцилеме, килекенсене медицина маскисемпе тивӗçтерме ятарлă зона уйăратпăр. Призывниксене çар хӗсмечӗ иртме коронавируспа чирлӗ мар пулсан çеç ăсататпăр, – терӗ çар комиссарӗ.
С.Погодин каланă тăрăх, салтака каякансен сывлăхне хӗсмете ăсатас умӗн тепӗр хут тӗрӗслеççӗ.
ТР çар комиссарӗн сăмахӗсемпе, кăçалхи апрель-июль уйăхӗсенче республикăри призыв комиссийӗсене пурӗ 16 пин ытла çамрăка чӗнтереççӗ. Тутарстанран Раççей çарне çурхи призыв кампанийӗнче 3 пин ытла çынна ăсатма палăртнă. Çав шутран 47 процентне – тип çӗр çарӗсене, 7 процентне – Тинӗс-çар флотне, 8 процентне – стратеги тӗллевӗллӗ ракета çарӗсене, 13 процентне – Сывлăш-космос Вăйӗсене, 7 процентне – Сывлăш-десант çарӗсене тата спецназа, 8 процентне – Нацгварди çарӗсене, 2 процентне – Оборона министерствин Тӗп управленине, тепӗр 8 процентне – ытти подразделенисене.
Сергей Погодин призывниксене Республикăн тӗп пунктӗнчен майăн 20-мӗшӗнчен çара ăсатма пуçласси пирки палăртса хăварчӗ.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев