Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанран «Пӗрремӗшсен юхăмӗн» ача-пӑча сменисенче çулла 18 пине яхӑн ача канӗ

Ача-пӑча лагерӗсенче пӗтӗмпе республикӑран 220 пине яхӑн çамрӑк канма кăмăл тунă.Каласа хăвармалла вĕсем регионра вырнаçнă лагерьсенче кӑна мар, Хура тинӗс хӗррине те çитсе курĕç.

 

43,5 пин путевкăшăн ТР бюджетӗнчен укçа тӳлесси пирки ТР çамрӑксен ӗçӗсен министрӗн пӗрремӗш çумĕ Софья Мустафина пĕлтернӗ.

«Пӗлтӗр эпир «Пӗрремӗшсен юхăмпе» пĕрле ачасен çуллахи канӑвне йӗркелерĕмĕр, ку вăл интереслӗ пӗрлехи опыт пулчӗ. Сменӑсем питĕ кăсăк иртрĕç. Вӗсем пире кӑçал та тӗлӗнтерме пултарӗç тесе шутлатӑп. Эпир уçӑ, пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗçлеме хатӗр. Кăçалхи сменăсем тата интереслӗрех пуласса шанатӑп», — палӑртнӑ вӑл.

Кӑçал Тутарстанра «Пӗрремӗшсен юхăмӗ» сменăсене районсенчи лагерьсенче те, шкул çумӗнчи лагерьсенче те йӗркелӗ. Унсӑр пуçне тӑхӑр профильлӗ смена уçĕ. Пурӗ 18 пине яхăн ачан унта хутшăнма май пурри пирки ТР Раисӗн пулăшуçи, «Пӗрремӗшсен юхăмӗ» регионти уйрăмӗн ертӳçи Тимур Сулейманов пӗлтернӗ.

Çу тӑршшӗпе регионта наукӑна, патриотизма, лидерствӑна, экологие, пултарулӑха, медиа, спорта, добровольчествӑпа туризма халалланӑ тӑхӑр смена иртӗ. Ку сменăсене регистраци тытӑннӑ та ӗнтӗ. Сменӑна лекес теекенсен портфолиопа кĕске видео ярса памалла. Ашшӗ-амӑшӗ хăйсен шутĕнчен 15 пинрен пуçласа 20 пин тенкӗ таран взнос тӳлемелле пулать. 

«Пĕрремĕшсен юхăмне» йĕркелесси пирки Указа 2022 çулта çулла Раççей Президенчӗ Владимир Путин алӑ пуснӑ.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: лагерь