Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанри 1 пине яхӑн ҫемье социаллӑ ипотека тӳлевне чакармашкӑн 450 пин тенкӗ илме пултарать

Патшалӑх ҫурт-йӗр фончӗпе соципотека валли займ килӗшӗвӗсене ҫирӗплетнӗ нумай ачаллӑ ҫемьесем ҫак тӳлевсене паянтан илме пултараҫҫӗ.

Тӗп услови – Патшалӑх ҫурт-йӗр фончӗпе килӗшӗве 2019 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗччен ҫирӗплетнӗ пулмалла тата ҫак дата хыҫҫӑн ҫемьере виҫҫӗмӗш (е тепӗр) ача ҫуралмалла. Хальхи вӑхӑтра ҫакнашкал ҫемьесеи Тутарстанра пӗр пине яхӑн.
Ҫакӑн ҫинчен ТР Президенчӗ ҫумӗнчи Патшалӑх ҫурт-йӗр фончӗн ӗҫ тӑвакан директорӗн ҫумӗ Булат Гилманов каласа панӑ.
"Программӑна хутшӑнакансен Хусанта, Ҫырчаллинче, Элметре, Анат Камӑра 450 пин тенкӗ илме заявлени ҫырса пама май пур",– тесе палӑртнӑ вӑл.
Заявка пама Патшалӑх ҫурт-йӗр фондне пырса заемщикӑн паспортне, ачасем ҫуралнине ӗнентерекен свидетельство е вӗсен пӑспорчӗсем, ҫурални ҫинчен калакан свидетельствосен копийӗсем, займ договорӗ, социаллӑ ипотека килӗшӗвӗ, хваттер суйланӑ протокол,  пая тӳлени ҫинчен калакан справка, тата тултарнӑ заявка пулмалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев