Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанри 755 яла интернетпа ҫыхӑнтарӗҫ

Унсӑр пуҫне Тутарстанри сакӑр ялта паха сотовӑй ҫыхӑну пулать

 Раҫҫейӗн Цифра аталанӑвӗн министерстви интернет тата сотовӑй ҫыхӑну кӗрекен ялсен переченьне ҫирӗплетнӗ. Унта Тутарстанри 43 районри 755 ял кӗнӗ. Ҫак ялсене интернетпа "О связи" федераллӑ законпа килӗшӳллӗн ҫыхӑнтарӗҫ. Ун тӑрӑх, 100 ҫынран пуҫласа 500 ҫын таран пурӑнакан ялсенче Wi-Fi вырӑнӗсем пулмалла. Унсӑр пуҫне Тутарстанри сакӑр ялта паха сотовӑй ҫыхӑну пулать.

Элкел районӗ – Кивӗ Тахтал, Павлӑ районӗнчи Утташлӑ, Пӗкӗлме районӗнчи Ключи, Кукмор районӗнчи Тури Шунь, Нурлат районӗнчи Ялавӑр, Ҫӗнӗ Тӑмпа, Чӑваш Тимерлӗкӗ, Теччӗ районӗнчи Монастырски ялӗсем.
Ҫак программӑпа Раҫҫейре ҫакнашкал 24670 яла Интернетпа тивӗҫтермелле, сотовӑй ҫыхӑнупа – 2389 яла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев