Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанри ҫамрӑк тухтăрсем пӗтӗм Раҫҫейри неврологсен форумне хутшăнаççӗ

Февралӗн 7-мӗшӗнчен пуҫласа 12-мӗшӗччен ТР тӗп хулинче Neuro Week Kazan - 2022 форум иртет

Унта хальхи вăхăтра питӗ кирлӗ наукӑпа практика мероприятийӗсем иртнӗ, тесе пӗлтерет республикăри Сывлăх сыхлав министерствин пресс-служби.

Ҫамрӑк ученӑйсен, шӑпах неврологсемпе психиатрсен Пӗтӗм Раҫҫейри "Нейронаукăн пуласлӑхӗ" V ăслăлăх конференцине хутшӑнма май пулнă.

 Мероприятире Раҫҫейри тата СНГ ҫӗршывӗсенче ӗçлекенсен ҫамрӑк ученӑйсен чи çӗнӗ тӗпчевсен результачӗсем ҫинчен информаци илме май пулнă тата хӑйсен ӗҫӗсен пӗтӗмлетӗвӗсене хаклама тӑратма. Кӑҫал Раççей Федерацийӗнчи 18 хуларан тата СНГ ҫӗршывӗсенчен 49 ҫын доклад тăвать.

Февралӗн 8-мӗшпе 9-мӗшӗсенче "Бехтеров вулавӗсем-2022"иртнӗ. Кӑҫал конференци формачӗ анлӑланнă. Конференцире тухса калаçма ҫӗршыври неврологсемпе психиатрсене йыхравланӑ. Конференцин программинче пленарлӑ ларусем, симпозиумсем, дискуссисем, мастер-классем ирттереççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев