Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанри çамрăк çемье хваттер хакӗн 60% чухлӗ 15 çула процентсăр займ илме пултарать

Раççей Строительство министерствин нормативӗ тăрăх, пӗр тваткал метр çурт-йӗрӗн хакӗ икӗ хут ӳснине кура, çамрăк çемьесен çурт-йӗр программине федераллă центртан фнанслассине те ӳстерсен аван. Çак сӗнӳпе РФ Патшалăх Думин Çамрăксен политикин комитечӗн ларăвӗнче ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗ Тимур Сулейманов тухнă.

«Черетре тăракан çамрăксене субсидисем парас темпсене ӳстерни кирлӗ чухне Раççей Федерацийӗнче çамрăк çемьесене çурт-йӗрпе тивӗçтерес ыйтăва системăлла улăштарас тесе федераллă финанслава ӳстерни вырăнлă пулать тесе шутлатпăр», – тенӗ министр.

Унсăр пуçне Сулейманов çамрăк çемьесене тӗрев парас регионри тата федераллă программăсене наци проекчӗсене кӗртме сӗннӗ. Регионсен опытне тӗслӗхе илсе вăл çурт-йӗр условийӗсене лайăхлатмалли процентсăр займсен программине хатӗрлеме сӗннӗ.

Доклад тăвакан тӗслӗхе Тутарстара илсе кăтартнă. Кунта çакнашкал программа ӗçлет. Ун тăрăх, çамрăк çемье хваттер е çурт хакӗн 60% чухлӗ процентсăр займа 15 çула илме пултарать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев