Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанри ЧНКА председателӗ паян çуралнă кунне паллă тăвать

Дмитрий Анатольевичăн обществолла ӗçӗ-хӗлӗ те анлă. 2007-2011 çулсенче вăл мечӗкпе хоккей вылякансен «Динамо-Казань» клубӗн президенчӗ пулчӗ. 2009, 2014, 2019 çулсенче ТР Патшалăх Канашӗн депутатне суйланчӗ, парламентра Патшалăх строительствин тата вырăнти хăйтытăмлăх комитечӗн пайташӗ пулса тăрăшать. 2012 çултанпа Мечӗкпе хоккей вылякансен Раççей сборнăйӗн тӗп менеджерӗ, 2011-2012 çулсенче «Рубин» футбол клубӗн президенчӗ, ТР Президенчӗ çумӗнчи Халăхсем тата конфессисем хушшинчи хутшăнусен Канашӗн пайташӗ.      

Паян Тутарстанри Чăваш наципе культура автономийӗн Канашӗн  председателӗн, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗн, «Хусанти çу комбиначӗ» акционерлă обществон директорӗсен канашӗн председателӗн Дмитрий Самаренкинăн çуралнă кунӗ.

Вăл Çырчаллинче çуралнă. Хусанти финанспа экономика институтне пӗтернӗ хыççăн 1993-1997 çулсенче тӗрлӗрен бизнес-предприятисенче вăй хурать. 1998-2000 çулсенче «Нэфис Косметикс» акционерсен уçă пӗрлешӗвӗн кредиторӗсен комитечӗн председателӗнче ӗçленӗ. 2000-2003 çулсенче «Нефис Косметикс» УАО директорӗн аталану енӗпе çумӗ. 2003 çултанпа «Хусанти çу комбиначӗ» АО Директорӗсен каншӗн председателӗ пулса тăрăшать.  

Дмитрий Анатольевичăн обществолла ӗçӗ-хӗлӗ те анлă. 2007-2011 çулсенче вăл мечӗкпе хоккей вылякансен «Динамо-Казань» клубӗн президенчӗ пулчӗ. 2009, 2014, 2019 çулсенче ТР Патшалăх Канашӗн депутатне суйланчӗ, парламентра Патшалăх строительствин тата вырăнти хăйтытăмлăх комитечӗн пайташӗ пулса тăрăшать. 2012 çултанпа Мечӗкпе хоккей вылякансен Раççей сборнăйӗн тӗп менеджерӗ, 2011-2012 çулсенче «Рубин» футбол клубӗн президенчӗ, ТР Президенчӗ çумӗнчи Халăхсем тата конфессисем хушшинчи хутшăнусен Канашӗн пайташӗ.      

Дмитрий Анатольевича Çуралнă кунӗ ячӗпе чунтан саламлатпăр!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев