Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанри чӑваш владыки Сиктӗрмери чиркӗве светить турӗ

Ял-йыш ку пулăма тахçанах кӗтнӗ. Çак ырă ӗçе вӗсен ентешӗ Иван Казанков пуçарнă

  ​

«Владыка сăмахӗ» рубрикăн черетлӗ кăларăмне нумай пулмасть кăна пулса иртнӗ пулăма халаллас терӗмӗр. Иртнӗ эрне вӗçӗнче Игнатий владыка Элкел районӗнчи чăваш​ ялӗнче чиркӳ уçнă çӗре хутшăнчӗ. Мӗнле иртнӗ-ха мероприяти, ял халăхӗ ăна мӗнле туйăмпа кӗтсе илнӗ? Çак ыйтăва патăмăр хальхинче Игнатий владыкăна.

Элкел районӗнчи Сиктӗрме-Хусанкай ялӗн çыннисем те халӗ чиркӳллӗ пулчӗç. Октябрӗн 18-мӗшӗнче кунта Чистай тата Анат Кама епископӗ Игнатий Çветтуй Николай ячӗллӗ чиркӗве светить турӗ. Ку ӗçре ăна Элкелпе Спас округӗн благочиннăйӗ Андрей Зиньков протоиерей, Пăлхарти çветтуй асапçă Авраамий ячӗллӗ чиркӗвӗн настоятелӗ Сергий Павлов иерей пулăшнă.
Чиркӗве светить туса уçнă çӗре ял халăхӗ йышлă пуçтарăннă, çын тата та нумай пулӗччӗ те, анчах коронавируса пула халăх ытла пухма юрамасть. Ку пулăма тахçанах кӗтнӗ вӗсем. Çак ырă ӗçе вӗсен ентешӗ Иван Казанков пуçарнă. Храм строительствипе çыхăннă тăкаксене паллă чăваш ертсе пыракан «Звениговский» аш-какай комбиначӗ тата «Хузангаевское» ЯХПК илнӗ. Чиркӳ тăвасси Турра юрăхлă чи пысăк ӗçсенчен пӗри. Ăна тунă чух пур канона та шута илмелле.
Сиктӗрме-Хусанкай ялӗн чиркӗвӗ илемлӗ пулса тухнă. Вăл таçтан инçетрен ылтăн куполӗсемпе илем кӳрсе курăнса ларать. Калăпăшӗпе те пӗчӗк тесе калаймăн, литургисене 200-е яхăн çын хутшăнма пултарать. Çветтуй Николай ячӗллӗ чиркӗве ытти ялсенчен те килеççӗ. Çӗнӗ чиркӗвӗн пачăшки пулма Андрей аттене (Матвеев) суйланă. ​
– Тӗлӗнмелле илемлӗ храм уçрăмăр Сиктӗрме-Хусанкайра. Çын нумай çӳретӗрччӗ унта. Чиркӳрен çын чунпа çăмăлланса, тасалса тухать. Ырă ӗçсем тума вăй пухать, – терӗ Игнатий владыка.
Ирина ТРИФОНОВА.
Сăнӳкерчӗк «Алькеевские вести» хаçатăн.​ ​ ​ 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев