Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанри чӑваш юрӑҫисен хушшинчи пултарулӑх конурсӗ вӗҫленсе пырать

Экспертсен комиссийӗ "Юрла чӑвашла" конкурсӑн финалисчӗсене палӑртрӗ

ТР ЧНКА ертӳҫисем юрӑ-кӗвӗ специалисчӗсенчен йӗркеленӗ конкурс комиссийӗ мартӑн 21-мӗшӗнче тапраннӑ юрӑ конкурсне хутшӑнакансен пултарулӑхне хакларӗ. Аса илтеретпӗр, ҫак конурс "Сувар" хаҫат информаци пулӑшӑвӗ панипе иртет.

Пурӗ конкурса 150 ытла заявка килнӗ. Унта юрлакансен пӗтӗмӗшле шучӗ 350 ҫынран иртет: юрӑ-ташӑ коллективӗсем, дуэтсем, триосем, уйрӑм юрлакӑнсем. Палӑртса хӑвармалла, пуринчен те ытларах юрӑсем Теччӗ районӗ ярса пачӗ. Унтан тутар ансамблӗсем те чӑвашла юрласа хутшӑнчӗҫ. Тури Услон, Кайпӑҫ, Чистай, Лениногорски, Нурлат районӗсене те хастарлӑхшӑн палӑртса хӑвармалла. Шел пулин те ҫӗнтерес тесе мар, ячӗшӗн кӑна хутшӑннӑ районсем те пурччӗ. Пачах хутшӑнманнисем хушшинче Ешӗлварпа Елабуга районӗсем. Ҫав вӑхӑтра Самар, Ульяновск, Мускав облаҫӗсенчен, Санкт-Петербургран аван сасӑллӑ юрӑҫсем ярса пачӗҫ хӑйсен заявкисене. Анчах та конкурс Положенийӗ тӑрӑх, унта тутарстансен кӑна хутшӑнма юранӑран, комисси вӗсен ӗҫӗсене хаклаймарӗ. Ҫитес ҫул конкурс чиккисене сарма шутлаҫҫӗ ӑна йӗркелекенсем. 

Сасӑлав пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, финала тухнӑ юрӑҫсемпе ушкӑнсем ҫаксем пулчӗҫ:

"Веснавея" ансамбль, Лайӑш районӗ, ертӳҫи Елена Макарова;

Олеся Элифанова, Нурлат районӗ;

"Илемпи" вокал ансамблӗ, Нурлат хули, ертӳҫи Светлана Ефремова

Валерия Юманова, Ҫӗпрел районӗ;

"Ӗмӗт" ансамбль, Хусан хули, ертӳҫи Анжелика Еремеева;

Пӗртӑван Давыдовасен дуэчӗ, Ҫырчалли хули, ертӳҫи Вероника Плотникова;

Ирина Козлова Теччӗ хули;

Кристина Шумилкина, Теччӗ районӗ;

Эдуард Ильин тата Светлана Колесникова дуэчӗ, Аксу районӗ;

Анна Иванова, Ҫарӑмсан районӗ.

Ҫак хутшӑнакансене конкурса йӗркелекенсем 2021 ҫулхи июнӗн 10-мӗшӗнче 14.00 сехетре Хусана, Халӑхсен Туслӑхӗн ҫуртне йыхравлаҫҫӗ. Унта финалистсене чыслас церемони иртет тата Гала-концерт пулать. Пӗтӗмлетӳ концертне хутшӑнакансен икшер юрӑ юрламалла. 

Финала хутшӑнакансен пултарулӑхне хакласа жюри конкурс ҫӗнтерӳҫине тата икӗ призерне палӑртӗ. 

 «Юрла чăвашла» конкурсӑн Йӗркелӳ комитечӗ. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев