Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанри чӑвашсен чаплӑ уявӗ Олег Николаевсӑр иртрӗ

 Уявра та, ун хыҫҫӑн та ҫынсем унта мӗншӗн ЧР Пуҫлӑхӗ килменни пирки тӗлӗнсе ыйтрӗҫ

.Кӳршӗ республикӑн ҫӗнӗ Пуҫлӑхне Тутарстан ертӳҫисем Уява чӗнсе ҫыру янине эпир пӗлеттӗмӗр. Пире кун ҫинчен ТР Президент Аппарачӗн ӗҫченӗсем пӗлтернӗччӗ.

Михаил Игнатьев Уявра икӗ хут пулнӑччӗ, хальхинче культура министрӗ Светлана Каликова ҫеҫ килнӗ. Олег Алексеевича мӗн кансӗрленӗ-ши пирӗн пата хӑнана килме?
Ку ыйту ҫине Чӑваш Наци Конгресӗн вице-президенчӗ Тимӗр Тяпкин хуравларӗ.
– Правительствори ҫӑлкуҫсене ҫывӑх электронлӑ хыпар хатӗрӗсенчен пӗри пӗлтернӗ тӑрӑх, Олег Николаевӑн мӑшӑрӗ коронавирус ертнӗ. Ҫавна пула Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ самоизоляцире. Ҫакна пулах пирӗн республикӑна килме палӑртнӑ РФ Президенчӗн Атӑлҫи округӗнче полномочиллӗ представителӗн Комаровӑн визитне те урӑх вӑхӑта куҫарма тивнӗ. Олег Николаев хӑй хӑрушӑ чире ертмен, – терӗ вице-президент.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев